80 ҫул каялла пуҫ хунӑ 70 ытла салтак тата икӗ медальон

Раҫҫей шырав юхӑмӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем "Астӑвӑм вахтинчен" таврӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Волгоград ҫывӑхӗнчи тахҫанхи хаяр ҫапӑҫу хирӗсенче пирӗн корреспондент Алексей Енейкин ӗҫлерӗ.

Сталинградри ҫапӑҫусем 1942-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫав кунтанпа хула ҫур ҫул ытла тамӑк вутӗнче ҫуннӑ. Тӑшман ӑна часрах тӗп туса Кавказри нефть патне ҫул хывасшӑн пулнӑ. Хӗрлӗ ҫар вара ниме пӑхмасӑр мӗн-пур вӑйран фашиста хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Ҫапла майпа Сталинграда хӳтӗлесе миллион та ҫӗр пин ытла совет салтакӗ пуҫ хунӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен кунти хирӗҫ-тӑрура ҫӗршыв 2 миллиона яхӑн ҫын ҫухатнӑ. Пин-пин салтак паян кун та ҫапӑҫу хирӗнчех выртать. Вӗсене тупса палӑртасси шыравҫӑсен сӑваплӑ тивӗҫӗ пулса тӑчӗ. Ку тӑрӑхра вӗсем кашни ҫулах ҫӗршер, пиншер хӗрлӗармеец шӑммине ҫӗклеҫҫӗ. Вуншар паттӑрӑн ятне-шывне палӑртса тӑванӗсене тупаҫҫӗ. 

Чӑваш Енрен пынӑ шырав ушкӑнӗсем икӗ эрне хушшинче 70 ытла салтак шӑммине ҫӗклерӗҫ. Шел пулин те, чылайӑшӗн ятне палӑртма май ҫук. Ҫавах та, вӗсене тӑванла вилтӑприсенче чыслӑн пытарни - пирӗн ӑрушӑн калама ҫук сӑваплӑ ӗҫ. 

Алексей Енейкин