76 ҫул иртсен орден хӑйӗн хуҫине тупрӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ кун республикӑра вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнчӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта та митинг иртрӗ.

Унта Сиккассинче ҫуралса ӳснӗ Иван Алексеева аса илчӗҫ. Салтака кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫемье ҫавӑрса пиччӗшсемпе пӗрле Маяк ялӗнче тӗпленнӗ. 1942 ҫулта 38-ти Иван фронта тухса кайнӑ. Тӑшмана хирӗҫ пулеметчик пулса ҫапӑҫнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденне, "Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн" тата "Германие ҫӗнтернӗшӗн медальсене тивӗҫнӗ. 1945 ҫулта кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗ пама йышӑннӑ. 

 


Алексей Енейкин, Александр Герасимов