7 пин ытла ҫухрӑм тӑршшӗ экспедици

Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Аляскӑпа Ҫӗпӗре ҫыхӑнтарнӑ ҫула тӗпченӗ. 

Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Алексеев тӑтӑшах ҫул ҫӳревре. Хальхинче Хӳтӗлев министерствипе пӗрле пуҫарнӑ калӑпӑшлӑ экспедицие хутшӑнса вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи аэродромсене тӗрӗсленӗ. Вӗсене 1942-мӗш ҫулта тунӑ. Алсиб - туслӑ ҫӗршывсенчен пулӑшу килсе тӑмалли коридор шутланнӑ. Ун чухне Америкӑран Чукотка урлӑ Совет союзне 8 пине яхӑн самолет тата пиншер ытти ҫар техники тата топливо илсе килнӗ. Экспедицие хутшӑнакансем кунти аэродромсемпе самолетсене йышӑнмалли саппас лаптӑксене тӗпченӗ. Тӗлӗнмелле майпа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫак объектсене тунӑ ҫынсемпе те тӗл пулма пултарнӑ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин