65 ҫул каялла пулса иртнӗ инкек кашнине хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерме тивӗҫ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракассинче пысӑк инкек пулнӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ. Хурлӑхлӑ кун ялта асӑну митингӗ иртрӗ. 

1961-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уроксем хыҫҫӑн ачасем акт залӗ пек усӑ куракан класа концерт курма пухӑннӑ. Пӳлӗм лӑк тулли пулнӑ. Парттӑсене чӳрече патне пӗр-пӗрин ҫине купаласа вырнаҫтарнӑ. Концерт пынӑ вӑхӑтра, пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑханманнине пула тӑрук пушар сиксе тухнӑ.

Йывӑҫ ҫурт кӗске вӑхӑтра ҫунса кӗлленнӗ. Инкекре 110 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, вӗсенчен 106-шӗ - ачасем. Ашшӗ-амӑшӗ чӑтайми пысӑк ҫухату тӳснӗ. Хӑш-пӗр ҫемьерен 3-4 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗр айӑпсӑр та вӑхӑтсӑр вилнисене асӑнма вӗсен тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, ял халӑхӗ  пухӑнчӗҫ, пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. 1994-мӗш ҫулта ял халӑхӗн укҫипе кунта палӑк лартнӑ. Ун умне чечексем хучӗҫ. Ялта ҫветтуй Николай Угодник ячӗпе часовня та уҫнӑ. 65 ҫул каялла пулса иртнӗ инкек кашнине хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерме тивӗҫ.

Митинг хыҫҫӑн Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем шкул ачисемпе хӑрушсӑрлӑх урокӗ ирттерчӗҫ. Ансат йӗркесене тепӗр хут аса илтерчӗҫ.

Алена Артемкина, Павел Иритков