30-40 ҫул ытла пӗр улшӑнмасӑр ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ

Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр заводӗнче тӑрӑшакан 3 ҫын "Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ" ята тивӗҫрӗ. Вӗсене чыслама Шупашкара отрасль пӗрлӗхӗн президенчӗ Дмитрий Семенов килсе ҫитрӗ. Тӗрлӗрен пысӑк хисепе предприятири ытти ӗҫченсем те тивӗҫрӗҫ.

Надежда Петрова 1-мӗш ҫӑкӑр заводӗнче 44 ҫул ӗҫлет. Шкул хыҫҫӑн пекарь специальнӑҫне алла илсе кунта практикӑна килнӗ вӑл. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫ кӑмӑлне кайнӑран заводра тӑрсах юлнӑ. Халӗ вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ырӑ шӑршӑллӑ та тутлӑ ҫӑкӑрсӑр курмасть те тейӗн. Юратнӑ ӗҫре чылай ҫул вӑй хунӑшӑн Надежда Андреевна "Раҫҫейӗн хисеплӗ ҫӑкӑр пӗҫерекенӗ" ята тивӗҫ пулчӗ. Ҫак ӗҫ мана пӗтӗмпех пачӗ тет вӑл. "Раҫҫейӗн хисеплӗ ҫӑкӑр пӗҫерекенӗ" ята Галина Михопарова та тивӗҫрӗ. Ҫӑкӑр заводӗнче вӑл 42 ҫул вӑй хурать. Галина Николаевна клентӗр-сушкӑ кӑларакан цехра чусташӑн яваплӑ. 

Кунта тӑрӑшакансем ӗҫе киле килнӗ пекех савӑнса ҫӳретпӗр,- теҫҫӗ. Хула ӳссе пынӑ май ҫӑкӑр та ытларах кирлине кашниех туять. Ҫавӑнпа та предприяти ассортимент ҫине те пысӑк тимлӗх тӑвать. Ӑна ҫулсерен пуянлатса пырать. Мӗнпур продукцие ҫӗнӗ йышши технологисене пӑхӑнса чаплӑ кӑмакасенче пӗҫереҫҫӗ. Завод директорӗн сӑмахӗпе хальхи ӗҫ кӑтартӑвне ӗлӗкхипе танлаштарма та ҫук. Елена Бадаева кунта 62 ҫул ҫӑкӑр пӗҫерет. Вӑл шутра 42 ҫул завода ертсе пырать. Ҫак вӑхӑтра предприяти тӗлӗнмелле мӑнаҫлӑ шая ҫӗкленме пултарнӑ. Паян Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр завочӗ талӑкра 40 тонна таран продукци кӑларать. 

Уявра Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ те ҫӑкӑр завочӗн продукцине юратсах туяннине пӗлтерчӗ. Пухӑннисене Андрей Макушев ведомство наградисемпе чысларӗ. Раҫҫейри ҫӑкӑр пӗҫерекенсен Канашӗн ертӳҫи Дмитрий Семенов вара Елена Игнатьевнӑна ҫӗнӗ чыслав валли черетлӗ список хатӗрлеме ыйтрӗ. Ӳлӗмрен организаци ҫӑкӑр завочӗн водителӗсене те патшалӑх наградисемпе савӑнтарӗ. 

Алексей Енейкин