110 литр яшка, хуран кукли, ытти апат - пӗтӗмпе кӑмпаран

Тӑварланӑ, пӗҫернӗ, пӑшӑхланӑ масла, ӑвӑс кӑмпи, кӑрӑҫ. "Лӑпкӑ сунара", вӑрман ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ кучченеҫе кӑмӑллакансем Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. "Чӑваш вӑрманӗ" наци паркӗнче 10-мӗш хут Кӑмпа фестивалӗ иртрӗ. Хӑнасем унта ҫӗршыври 17 регионтан килсе ҫитрӗҫ. 

Вӑрман ир килекен хӑнасене хапӑл. Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗнче пурӑнакан Татьяна Амосова пысӑк опытлӑ кӑмпаҫӑ та 5 сехетрех ҫемйипе сунара тухнӑ. Уншӑн вӑрман тӑрӑх ӳкнӗ ҫулҫӑсемпе мӑк хушшинче пытаннӑ ҫимӗҫе шыраса утассинчен ырри нимӗн те ҫук. Темиҫе сехет уҫӑлса ҫӳресе карҫынккасем тулни те сисӗнмест. Кӑмпа тупса татасси вӑйӑ евӗр те, ҫав вӑхӑтрах тӑван тавралӑха юратни те. Шӑмӑршӑ вӑрманӗсем тӗрлӗ йывӑҫ-курӑкпа, чӗр чунпа пуян. 

Татьянан ҫемйи те вӑрмана ҫӳреме кӑмӑллать. Кӑҫал кӑмпа татас ӑмӑртура вӗсенчен никам та иртеймерӗ. Вӑрман пурлӑхӗнчен пӗҫернӗ тутлӑ апатне астивме сӗнекенсем вара чылайӑн пулчӗҫ. Ку фестивальти чи кӑсӑклӑ тапхӑрсенчен пӗри. Мӗнпе кӑна хӑналамарӗҫ пулӗ кунта хӑнасене! Ӑшне кӑмпа хурса пӗҫернӗ кавӑн та, хуран кукли те - темӗн те пур. Хальлӗхе вӑрманта карти-картипе кӑмпа ӳсменнине кура карапайшӑмӑршӑсем кӑшт чееленсе ӑна ытти ҫимӗҫрен туса лартнӑ. 

Кунтах Китай кӑмпи сӗнеҫҫӗ тата шӑккалатран тунине. Фестивале Васан ялӗнчен килнисем вара вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулас текенсене шӑна кӑмпирен тунӑ сӗткен ӗҫтереҫҫӗ.

Апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенсен конкурсне хутшӑнмасӑрах тавралӑха ырӑ шӑршӑ сарса хӑнасене илӗртекен шеф-повар та пулчӗ фестивальте. Евгений Шуваев 110 литр яшка пӗҫернӗ. Никам нихҫан тутанманни, чӗлхе ҫӑтса ямалли. Унта шампиньон та, ӑвӑс, хурӑн кӑмпи те пур. Техӗмлӗ шӳрпине каҫранах хатӗрлесе унта чӑх какайне тутлӑлантарнӑ вӑл. 

"Чӑваш вӑрманӗ" наци паркӗнчи фестиваль ҫавраҫулне хӑнасем 17 регионтан килнӗ. Ҫывӑхри ялсенчен те, Мордва, Пушкӑрт, Мари, Пермь, Калмыки заповедникӗсенче ӗҫлекенсем те. Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк министерстви ирттернӗ сӑнӳкерчӗксен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене те уяврах чысларӗҫ. Кӑмпана хитре сӑнлас тесе пӗрисем чутах упапа тӗл пулман. Фестивале вӗҫленӗ май мала тухнисене те палӑртрӗҫ. Татьяна Амосована тулли карҫынккашӑн парнепе хавхалантарчӗҫ, мӑнукне - чи пӗчӗк кӑмпа тупнишӗн. "Большая Кокшага" заповедникре ӗҫлекен Марина Беспалована тӗлӗнмелле тумӗшӗн чысларӗҫ. "Чӑваш вӑрманӗ" парк 30 ҫул тултарнине те уявлать. Ҫитес фестивале вара тата та ытларах хӑна чӗнме шантараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Димитрий Макаров