101 ҫулта тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть

Ҫак кунсенче пирӗн хисеплӗ ентеш, Калмӑк республикинче пурӑнакан Петр Леонтьев вӑрҫӑ ветеранӗ 101 ҫул тултарчӗ. 

Чӑваш Енрен купӑс янраттарса ҫитнӗ хӑнасене Петр Леонтьев тапӑртатса ташласа кӗтсе илчӗ. Ун ҫине пӑхсан 101 ҫулта тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть.

Петр Леонтьевич аякра пурӑнать пулин те, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхпа яланах тачӑ ҫыхӑнура. Элиста хулине чӑвашран гастрольпе пыракан артистсем таранах пӗлсе тӑрать вӑл. Вӑхӑтӗнче вара Геннадий Волков академикпа та туслӑ пулнӑ ветеран.

Петр Леонтьев Ҫӗрпӳ районӗнчи Шурти Марка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Шупашкар тӑрӑхне кӗрет. Ывӑл ача 16 ҫул тултараспа вӑрҫӑ тухнӑ. Пиччӗшӗсем тӳрех фронта тухса кайнӑ. Петр вара лаша кӳлсе хӗрарӑмсене окоп чавма илсе ҫӳренӗ, вӑрман каснӑ. Ҫул ҫитсен Петр хӑй те ҫар ретне тӑнӑ. Пӗртӑван пиччӗшсемшӗн тӑшмана вирлӗн тавӑрма шут тытнӑ вӑл. Ҫар ӗҫне хӑнӑхса ҫамрӑк сержант Смоленска ҫитнӗ. Унтан миномётчиксене Витебск енне ӑсатнӑ.

Килне таврӑнсан та вӑл ялта нумаях пулман. Ытти ҫамрӑксемпе пӗрле Сталинград ГЭСне тума кайнӑ. 58-мӗш ҫулта вара шӑпине Калмӑк республикипе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман аркатнӑ Элиста хулине ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.

Петр Леонтьев Элиста хулинчех вырӑс хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе 66 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ вӗсем, мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Уяв кунӗ вара ветерансен хваттерӗнче хӑна-вӗрле шавлать. Республикӑн хисеплӗ ҫыннине саламлама килекенсем подъезд умӗнчен те татӑлмарӗҫ. Шкул ачисем, следстви комитечӗпе прокуратура, вырӑнти пуҫлӑхсем - пӗрин хыҫҫӑн тепри ветерана сывлӑх сунса парнесем параҫҫӗ. Петр Леонтьевич хӑй те кашнинех тимлӗх тума пӗлет. Хӑнасене юрӑ-ташӑпа, такмаксем каласа савӑнтарма ӑста.

Калмӑк ҫӗрӗнче Аслӑ вӑрҫа ас тӑвакан 3 ветеран ҫеҫ юлнӑ. Вӗсенчен чи хастарри халӗ Петр Леонтьев шутланать. Ҫулне кура мар йӑрӑ салтак ҫуралнӑ кунне халӑхпа уявлама ресторана чӑн-чӑн ҫар машинипе килсе ҫитрӗ. Унтан тухсанах ташша ячӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗ, чӑн та, Калмӑк ҫӗрӗн легенди пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та унӑн ҫуралнӑ кунӗ кунта мӗнпур халӑх савӑнать. Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе уява яланах чи ҫӳллӗ шайра паллӑ тӑваҫҫӗ. Регион ертӳҫи Бату Хасиков вара ветерана саламлама яланах хӑй килет. Ват ҫынна ыр сӑмах каласа парнепе савӑнтарнисӗр пуҫне пӗрле ура хуҫса кӑмӑлне ҫӗклет.

Чӑваш Енрен килсе ҫитнӗ ушкӑнра вара 11 ҫын. Вӗсем хисеплӗ ветерана шупӑр тӑхӑнтартрӗҫ, Сергей Артамонов Правительство ертӳҫин тав ҫырӑвне пачӗҫ. Ҫапла аякран ҫитнӗ ентешсемпе пӗрле кӑмӑлтан савӑнни малалла та ырӑ ӗмӗтпе пурӑнма вӑй-хал панине калать ветеран. Ҫавах та, юлашки кунсене те пулин чӑваш ҫӗрӗнче пурӑнса ирттерме ӗмӗтленет вӑл.

Алексей Енейкин