100 ҫулта та яш салтак пек ура ҫинчех

Элӗк тӑрӑхӗнчи Чулкаҫра пурӑнакан Андрей Аркадьев вӑрҫӑ ветеранӗ сумлӑ юбилейне паллӑ турӗ. Ӑна ҫавра ҫулпа саламлакансен йышӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулчӗ.

Андрей Аркадьевичпа Нонна Семеновна ҫемье ҫавӑрнӑранпа 76 ҫул алла-аллӑн утса пурнӑҫ сукмакне такӑрлатаҫҫӗ. Ҫапла, 100 ҫула ҫитсе тӑнине те сисмерӗм, тет хисеплӗ юбиляр. Ир-ирех вӗсем ывӑлӗпе кинне пулӑшса хуҫалӑхра кӑштӑртатаҫҫӗ. Юбилей кунӗ хӑна-вӗрле уйрӑмах йышлӑ. Пурте парнепе ҫитнӗ. Малтанах Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев ветерана ҫирӗп сывлӑх сунса чӑваш кӗпи тӑхӑнтартрӗ.

Ҫапла хисеп туни ват ҫыннӑн кӑмӑлне ҫӗклет. Тата та пурнас ҫул хушнине калать ветеран.

Конгресс пайташӗ, Элӗк тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Зоя Васильева вара Андрей Аркадьевича вырӑнти ертӳҫӗпе Владимир Путин ҫырӑвне пачӗ.

Ватта ырӑ сунса социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшакансем те асра юлакан парнесемпе ҫитрӗҫ. 100 ҫулти ветеран пурне те ура ҫинче йышӑнчӗ.

Андрей Аркадьев 3 ҫул ытла Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ. Тӑшмана хирӗҫ Ҫурҫӗр Кавказра ҫапӑҫнӑ. Икӗ хут аманса тӑнсӑр пулнӑскере вилӗмрен санитарсем ҫӑлса хӑварнӑ. Унӑн паттӑрлӑхӗ ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те пысӑк тӗслӗх. Ҫакна Муркашпа Элӗк тӑрӑхӗсен ҫар комиссарӗ Владимир Казаков та палӑртрӗ. Чӑнах та, Андрей Аркадьевич вӑрҫӑран сывӑ таврӑнса 100 ҫула ҫитиччен пурӑнасса шутламан та. Ҫавах та, шӑпи унӑн телейлӗ пулнӑ. Кӳршӗ ял хӗрӗпе ҫирӗп ҫемье ҫавӑрса паянхи кунччен 76 ҫул пӗрле пурӑнни, каллех, нумай ҫыншӑн тӗлӗнтермӗш тет. Халӗ хисеплӗ ватӑсем ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе хӗпӗртесе пурӑнаҫҫӗ. Юбилейпа саламлакансен ырӑ сӑмахӗсемпе парнисем те малалла пурӑнма хавхалану панине калаҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов