100 ҫулта та стройра

Шупашкарта пурӑнакан Анна Иванова сумлӑ юбилейне паллӑ турӗ. Вӑрҫӑ ветеранне ҫавра ҫулпа Раҫҫейри ветерансен союзӗн хастарӗсем саламларӗҫ.

Анна Титовна Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн пайташӗ шутланать. Пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӑна яланах хавас. Кунта Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсене час-часах курма пулать. Вӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулса кӑмӑлтан калаҫнине вӗҫӗмсӗр итлес килет.

Анна Ивановапа Агриппина Янович иккӗшӗ те вӑрҫа 42-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Чылай ҫул пӗр-пӗрне пӗлмен те. Иртнӗ ҫулсенче вара тӗрлӗ обществӑлла ӗҫе хутшӑннӑ май ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. 

Патриотла ӗҫ-пуҫа Анна Титовна яланах хаваспа хутшӑнать. Шкул ачисемпе, сатике ҫӳрекенсемпе тӗл пулса калаҫать. Ҫапла 100 ҫула ҫитсе тӑнине те асӑрхамарӑм, тет.

Анна Титовна Канаш тӑрӑхӗнчи Вӑрман Енӗш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 7 класс хыҫҫӑн фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан вӑрҫа тухса кайнӑ. Калинин фронтӗнче телефонист пулса тимленӗ. Нимӗҫ самолечӗсем вӗҫсе килнине асӑрхасанах зенитчиксене пӗлтернӗ. Тепӗр чух вӗсене пулӑшса снаряд та парса тӑнӑ.

Вӑрҫӑран чӗрӗ таврӑнма пултарни пысӑк телей пулнине калать ветеран. Унӑн 3 пиччӗшӗ ҫапӑҫу хирӗнчех выртса юлнӑ. -Вӗсен ӗмӗрӗ кӗске пулнӑран пуль, Турӑ мана вӑрӑм кун-ҫул пачӗ, - тет. Пӗр ӗмӗре ҫитнӗ ятпа ӑна саламлакансем йышлӑн пулчӗҫ. Вӑл шутра Чӑваш Енре нумай ҫул пурӑнакан Бассам Аль Балауи араб та. Хисеплӗ доктор тата академик ватӑсене парнесем парса чысларӗ. Ҫапла хисеп туни малалла пурӑнма вӑй-хал хушнине калаҫҫӗ ветерансем.

Чӑваш Енри ветерансен союзӗнче халӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ салтаксем шутлӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем йӗркелекен кашни тӗлпулу темрен хаклӑ.

Уяв кӗреки парнесемпе пуян пулчӗ. Ҫакӑн пек савӑнӑҫлӑ самантсем пулсах тӑччӑр терӗҫ ветерансем. Сӑмах май, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 100 ҫултан иртнисем 50 ытла ҫын. Вӗсенчен 10 ытли - вӑрҫӑ ветеранӗсем. 3-шӗ арҫын. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров