100 ҫул урлӑ каҫнӑ ветеран Ҫӗнтерӳ уявӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Ҫӗрпӳ районӗнче паянхи кун Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 9 ветеран тата 303 тыл ӗҫченӗ пурӑнать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 76 ҫул ҫитнӗ ятпа вӗсене районти пуҫлӑхсемпе депутатсем саламларӗҫ.

Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан Василий Капитонов ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлама йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Василий Капитонович Совет ҫарне 20 тултарсан, 1940-мӗш ҫулта тухса кайнӑ, вӑрҫӑ тухнипе килне 6 ҫултан кӑна таврӑннӑ. Аслӑ сержант 16-мӗш авиаци дивизийӗн 92-мӗш полкӗнче механик пулнӑ. Тискер вӑрҫӑри хӑрушӑ самантсене чылай асилсе каласа пачӗ пире Василий Капитонович. Киева хӳтӗленӗ чухне тӑшман ункине лексен епле асап тӳсни - нихҫан манӑҫми. Курск пӗккинчи ҫапӑҫӑва та ветеран паянхи пек астӑвать.

Вӑрҫӑран таврӑнсан виҫҫӗмӗш кунах Капитонова ял совечӗн секретарӗ пулма ыйтнӑ. Каярах, вӑл колхоза ертсе пынӑ тапхӑрта, тырпул тухӑҫне 16 центнера ҫитерме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтшӑн пысӑк ӗҫ кӑтартӑвӗсемшӗн ӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. 1936-мӗш ҫултанпа район хаҫатне ҫырса тӑнӑ ялкорӑн хуҫалӑх аталанӑвӗ, ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пуҫтарса пыни темиҫе кӗнекелӗх. Виҫҫӗшӗ кун ҫути курнӑ та ӗнтӗ, тӑваттӑмӗшӗ хатӗрпе пӗр. Ку ӗҫре ӑна вырӑнти тавра пӗлӳҫӗсемпе педагогсем пулӑшса пыраҫҫӗ.

Ӗмӗтпе пурӑнатчӗ-ха Василий Капитонович. Анчах ҫак сюжета эфира хатӗрленӗ вӑхӑтра пирӗн пата хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 101 ҫулта пыракан ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӑн чӗри ӗмӗрлӗхе тапма чарӑннӑ иккен. Хӑйне сума суса саламлама пухӑннисем умӗнче каланӑ сӑмах халӗ мӗнпур ентешсене пехил пани пек илтӗнет.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов