10 ҫул каялла Крымпа Севастополь Раҫҫей йышне таврӑннӑ

Ҫӗршыв историйӗнчи ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма Чӑваш Енре те анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑваш патшалӑх Филармони залӗ халӑха пысӑк концерта пуҫтарчӗ. 

Паян 5 пин ытла чӑваш Крым ҫурутравӗнче пурӑнать. Унти йӑхташсем регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Хӑйсем патӗнче Чӑваш культурин кунӗсене ирттереҫҫӗ. Экономика, культурӑпа туризм тӗлӗшӗнчен те пире ҫирӗпленсе пыракан кӗпер ҫыхӑнтарать. Ҫӗнӗ Шупашкар, сӑмахран, аякри Феодосипе тӑванла хула шутланать.

Патӑрьел тӑрӑхӗпе Бахчисарай районӗ те пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа уяв концертӗнчи халӑха Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, туслӑх хӑвачӗ ӳссех пырасса шаннине палӑртрӗ. Сцена ҫине студентсен патриотла клубӗсен хастарӗсем тухрӗҫ. Залри сумлӑ хӑнасем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксем те пулчӗҫ.

Алиса Александрова, Игорь Ульянов