Юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ пекех пулаҫҫӗ

5 ҫулта Чӑваш Енре 247 шкула тӗпрен юсамалла. Пӗлтӗр республикӑра 53 пӗлӳ ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кӑҫалпа ҫитсе ҫул тата 31 вӗренӳ учрежденине йӗркене кӗртӗҫ. 

Тӗп хулари 24-мӗш шкулта юсав вӗҫленнӗпе пӗрех. Пӗлӳ ҫуртне паллама та ҫук. Вӗренӳ учрежденине тул енчен ҫӗнетнӗ, тӑррине улӑштарнӑ, халӗ строительсем шалти ӗҫсене пуҫӑннӑ. Пӗтӗмпех хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне тӗп хулари 28-мӗш пӗлу ҫурчӗ те сӑн-сӑпатне улӑштарӗ. Пӳлӗмӗсене лӑпкӑ тӗссемпе илемлетнӗ. Сӑмахран, пӗрремӗш хутра ҫутӑ сӑрӑ, иккӗмӗш хутра сарӑрарх хӑмӑр тӗссем ытларах усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 11-мӗш шкулта та хӗрӳ тапхӑр. Пӗлӳ ҫуртне 1978-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ. Строительсем ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ. Ачасем кунта ҫитес ҫул пуш уйӑхӗнче кӑна парттӑсем хушшине ларма пултарӗҫ, вӑхӑтлӑха вара Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш пӗлӳ ҫуртне ҫӳрӗҫ. 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров