Стенасем ҫурӑлса кӑвакарнӑ, штукатурка нӳрӗпе хӑйпӑнма пуҫланӑ, чӳречесем ваннӑ, урайсем те ҫӗреҫҫӗ. 1985-мӗш ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ ҫурт 8-мӗш ҫул ӗнтӗ юхӑнса ларать. Хӗлле кунта юр хӗвет, ҫулла вара йӗри-тавра хыт-хура кашлать. Объект хула харпӑрлӑхӗнче шутланать. Малтан кунта 48-мӗш ача сачӗ, унтан 2001-мӗш ҫултанпа Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан Чӑваш Енри Управленийӗн вӗренӳ центрӗ пулнӑ. Халӗ вара вӑл ҫӗнӗшупашкарсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Алӑксемпе чӳречесене хӑмасемпе хупланӑ пулин те, шала час-часах ҫамрӑксем кӗреҫҫӗ, ӗҫкӗҫсем те пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫывӑхра пурӑнакансем пӗрре мар хуралҫӑсене чӗнсе илнӗ. Ҫакна шута илсе хула влаҫӗсем объекта йӗркене кӗртме шутланӑ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫурта тӗпрен ҫӗнетме май ҫук. Ҫавӑнпа та ӑна пӑсса тӑкса ҫак вырӑнта ҫӗнӗ сатик ҫӗклеме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн Дмитрий Пулатовӑн сӑмахӗпе, объекта хулан комплекслӑ аталанӑвӗн проектне кӗртнӗ. Хӗвел тухӑҫ районӗ ӳссе пырать, кунта ҫамрӑк ҫемьесем те тӗпленеҫҫӗ, ҫавӑнпа ача сачӗ питӗ вырӑнлӑ пулмала. Ун ҫывӑхӗнчи тата тепӗр лаптӑка та ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелес тӗллевлӗ хула администрацийӗ. Ҫак вырӑнта малтан ҫар чаҫӗ пулнӑ. Халӗ кивӗ ҫуртсенчен ҫурри пушӑ тӑрать, хӑш-пӗр объекта усламҫӑсене тара панӑ, кунтах бизнес-инкубатор уҫнӑ. Ҫак вырӑна хӑтлӑх кӳрсе ҫӗнӗ микрорайон тусан питӗ аван пулӗччӗ, тет Дмитрий Пулатов.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров