Ыркӑмӑллӑх фончӗ вӗрентекенсем валли парне илсе тӑккаланиччен сусӑрсене пулӑшма сӗнет

Пӗлӳ кунӗн уяв программине усал вирус улшӑну кӗртет пулсан та, Аня Чижова ячӗпе хисепленекен фонд ырӑ йӑлана малалла тӑсса 4-мӗш хут "Чечек вырӑнне ачасем" акци ирттерет.

Унӑн историйӗ Мускаври пӗр лицей преподавателӗнчен пуҫланнӑ. Вӑл вӗренекенсен ашшӗ-амӑшне пӗлӳ кунӗнче учительсене хаклӑ чечек ҫыххисем парнеличчен укҫи-тенкине сусӑр ачасене пулӑшма ямашкӑн сӗннӗ. Шупашкарти 50-мӗш шкул ыркамӑллӑх акцине чи малтан хутшӑннисенчен пӗри. Кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ Анастасия Львова сӑмахӗпе, ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫак ҫӗнӗлӗхе ӑнланса йышӑннӑ. Халӗ вӗсем учителе чечек парса тӑккаланиччен сусӑр ачасене пулӑшаҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров