Йӗпреҫри "Асамат кӗперӗ" сатик тирпей-илем кӳнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ

Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ тавра асфальт сарнӑ, тротуарсем тунӑ. Анчах ку ӗҫе палӑртнӑ пек юпа уйӑхӗччен мар, чылай каярах пурнӑҫланӑ. 

Халӗ те лаптӑка хӑтлӑлатасси вӗҫленмен - тӗрлӗ кӳлепепе аркӑсем вырнаҫтарман. Ҫапах та ҫакӑ сатик ӗҫне чӑрмантармасть: кунта кулленех ачасене йышӑнаҫҫӗ. Аннесен кунне уявланӑ, халӗ Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. 4 уйӑх ытла хупӑ тӑнӑ сатике ачасем чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче таврӑннӑ. Ҫак хушӑра рабочисем шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗн лаптӑкне хӑтлӑх кӳнӗ. Юсав вӗҫленсе тӑван сатик уҫӑласса ашшӗ-амӑшӗ те, ывӑл-хӗрӗ те кӗтнӗ. 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров