Яваплӑ ведомствӑсем вӗренекенсене вӗри апатпа мӗнле тивӗҫтернине асӑрхасах тӑраҫҫӗ

Ҫак кунсенче Вӗренӳ, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствисенчи, Прокуратурӑри тата Роспотребнадзорти специалистсем республикӑри темиҫе шкула ҫитрӗҫ.

Кун пек йышлӑ тӗрӗслекене ялсенче хӑнӑхсах кайман. Ҫавӑнпа та Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкешри шкул столовӑйӗнче ӗҫлекенсем ӑшталанса ӳкнине ӑнланма пулать. Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче те ҫавӑн пекех. Делегаци менюпа кӑсӑкланчӗ, апат-ҫимӗҫ холодильникре мӗнле упраннине, вӗсен пахалӑхне тимлӗх уйӑрчӗ. Ҫавӑн пекех документсене тӗрӗслерӗҫ. Ачасене, паллах, ку ыйтусем хумхантармаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли - апачӗ тутлӑ пултӑр. Вӗсем вара кунта мӗнле пӗҫернипе кӑмӑллӑ.


Диана Иванова, Игорь Ульянов