Яту сан паллӑ мар, паттӑрлӑху — вилӗмсӗр

Раштавӑн 3-мӗшӗнче Раҫҫейре паллӑ мар салтаксене асӑнса паттӑрсем умӗнче пуҫ таяҫҫӗ. Ҫак кун 1966-мӗш ҫулта паллӑ мар салтак юлашкине Зеленоград ҫывӑхӗнчи тӑванла вилтӑприрен Мускаври Кремль стени ҫумӗнчи Александров сатне куҫарса пытарнӑ. Чӑваш Енре те астӑвӑм кунӗ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫпа палӑрчӗ.

Яту сан паллӑ мар, паттӑрлӑху - вилӗмсӗр. Ҫапла ҫырнӑ паллӑ мар салтак вилтӑприн гранит плити ҫине. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 3 миллион ытла совет салтакӗ хыпарсӑр ҫухални паллӑ. Вӑл вӑхӑтри кашни 5-мӗш вилтӑпри ятсӑр, пуҫ хунӑ кашни 2-мӗш салтак кам пулни паллӑ мар. Ҫак кун вӑл - вӑрҫӑ вутӗнчен тухайман тӑвансене аса илмелли хурлӑх кун. Паян ҫӗршывӗпе пинӗ-пинӗпе тӑванла вилтӑпри. Вӗсене асӑнса Раҫҫейӗпех ӗмӗр сӳнми ҫулӑмсем ялкӑшаҫҫӗ. Дмитрий Захаров министр тӗп хулари 59-мӗш шкулта лекци ирттерчӗ. Паянхи кун пирӗн республикӑри шырав юхӑмӗсем епле ӗҫлени пирки уйрӑммӑн каласа кӑтартрӗ. 


Ҫулсерен ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта ҫамрӑксем хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене тухса каяҫҫӗ. Пирӗн регионта шыравҫӑсен 50 ытла ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрла вилнӗ салтаксене палӑртса тӑван ҫӗрӗсене тавӑраҫҫӗ. 59-мӗш шкулта та чӑн-чӑн патриотсене вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Кунта ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ республикӑри пӗртен-пӗр музей йӗркеленӗ. Хӑнасем унта пухӑнса пыракан экспонатсемпе те паллашрӗҫ. Кунта ӑс пухакансем тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ та маттур. Республикӑри ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче те ҫак кун ятарлӑ уроксем иртрӗҫ. 


Алиса Александрова, Александра Борисова, Виктор Степанов