Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксемпе тӗл пулни

Ҫакнашкал патриотла ӗҫ-пуҫ Шупашкарти 50-мӗш шкулта йӗркелерӗҫ. Хисеплӗ хӑнасем вӗренекенсемпе "Паттӑрлӑх урокӗ" ирттерчӗҫ.

Юрий Богданов халӗ отпускра. Кану вӑхӑтӗнче кашнинчех вӗренекенсемпе тӗл пулма тӑрӑшатӑп, тет Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче вӑл мӗн пуҫланнӑранпах. Унта вӑл тулли мар мобилизаципе ят тухнисен пӗрремӗш ушкӑнӗпе кайнӑ. Паянхи кун та салтак ҫӗршыв умӗнче тӑракан тӗллевсене пурнӑҫлать. Юрий Богданов пухӑннисене ҫапӑҫу хирӗнчи ӗҫ-хӗл пирки каласа кӑтартрӗ. Ачасем кӑсӑкланса итлерӗҫ, ыйтусем пачӗҫ. Пӗчӗк чухне кам пулма ӗмӗтленнӗ? Салтаксем ытларах мӗнле хушма ят илеҫҫӗ? Хӑранине мӗнле ҫӗнтереҫҫӗ тата ытти те? Юрий Богданов республикӑри ятарлӑ ҫар операци ветеранӗсен пӗрлешӗвне те ертсе пырать. Салтаксен прависене хӳтӗлет, обществӑлла пурнӑҫа явӑҫтарать. 

Никита Иванов вара профессиллӗ ҫар ҫынни. 2023-мӗш ҫулта вӑл Мускаври аслӑ ҫар училищине пӗтернӗ. Малтан салтак тивӗҫне Калининград облаҫӗнче пурнӑҫланӑ, унтан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Фронтра лейтенант мотострелоксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Йывӑр суранлансан ӑна киле янӑ. Никита Иванов "Время СВОих" вӗренӳ программине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паян вӑл хула администарцинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем вӗренекенсене паха сӗнӳ-канаш пачӗҫ. Нихӑҫан та алӑ усмалла мар, ума лартнӑ тӗллев патне ҫирӗппӗн утмалла, терӗҫ.

Диана Сафонова, Игорь Ульянов