Республикӑри ялсенче ӗҫлес кӑмӑл пурри пирки 50 педагог пӗлтернӗ кӑҫал. Вӑл шутра Архангельск облаҫӗнчи тата Кабарда-Балкар Республикинчи учительсем. Вӗренӳ министерствинче 15-шне суйласа илнӗ. Айдар Пахалов Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта математика вӗрентет. Тӑван ялӗнче ӗҫлеме ӑна питӗ килӗшет. Ростислав Васильев вара унччен Шупашкарти 23-мӗш шкулта ӗҫленӗ. Вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. "Земство учителӗ" проект пирки илтсен кӑсӑкланса кайнӑ. Ростислав Валерьевич халӗ Вӑрмар тӑрӑхӑнчи Кӗтеснер шкулӗнче хавхаланса ӗҫлет. Хуларан яла куҫнишӗн вӑл ӳкӗнмест.
Дмитрий Захаровпа 12 вӗрентекен тӗл пулчӗ. Вӗсем кашниех министра пурнӑҫӗнчи улшӑнусем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Нумайӑшӗ унччен хулара пурӑннӑ, ялти условисене майӗпен хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Ачасем вӗсене хапӑл тусах йышӑннӑ, хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. "Земство учителӗ" проект пурӑнмалли майсене лайӑхлатма пулӑшнине палӑртаҫҫӗ педагогсем. Ҫапах та тӗп тӗллевӗ - ачасене тарӑн пӗлӳ парасси. "Ҫавӑн пек ӑста специалистсем пулнӑран ялти шкулсенчи ачасем те экзаменсенче пысӑк баллсем пухаҫҫӗ", - пӗтӗмлетрӗ Дмитрий Захаров.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров