Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ачасемпе тӗл пулусем ирттерет

Вӗсенчен пӗрне Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта йӗркелерӗҫ. 

Аслӑ классенче вӗренекенсен кӗҫех яваплӑ утӑм тума тивӗ. Ҫавна май ҫакӑн пек тӗл пулу вӗсемшӗн питех те усӑллӑ. Аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев ачасене аслӑ шкул пурнӑҫӗ пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ. Студентсене аталанма майсем анлӑ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетсех пыраҫҫӗ, ӑсталӑха вара ҫамрӑксем агропромышленность предприятийӗсенче туптаҫҫӗ. Андрей Макушев сӑмахӗпе, пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх енӗпе пӗлӳ илес текенсен йышӗ пӗчӗк пулнӑ, халӗ лару-тӑру улшӑннӑ - конкурс пысӑк. Кунта шкул ачисемпе тӗллевлӗ ӗҫленин тӳпине палӑртмалла. Кашни районтах халӗ агроклассем пур. Елчӗкри шкулта ӑна 2017-мӗш ҫулта уҫнӑ. Ачасене Аграри университечӗн преподавателӗсем вӗрентеҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсене экскурсие илсе ҫӳреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне аслӑ шкул паракан стипендие те тивӗҫме пулать. Паянхи кун ялта пурӑнма хӑтлӑ, илӗртӳллӗ майсем ҫителӗклӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программа та пур. Кун пирки ҫамрӑксене ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каласа кӑтартрӗ. 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров