Ведомство ертӳҫи Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ 5 ҫулта нумай курӑмлӑ ӗҫ тунӑ. Ҫӗнӗ 24 ача сачӗ тата 9 шкул хута янӑ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тепӗр 3 пӗлӳ ҫурчӗ уҫӑлмалла: Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта тата Кӳкеҫре. Пӗтӗмӗшле вӗсем 3 пин ачана йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне 111 шкулта тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ытларахӑшӗ - ялти пӗлӳ ҫурчӗсем. Паянхи кун вара 43 шкула ҫӗнетеҫҫӗ.
Шкулсене юсама 7 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ. Кӑҫал шкул пӗтернӗ 51 ҫамрӑк пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче 100 паллӑ пухнӑ. Вӗсенчен пӗри харӑсах икӗ предметпа палӑрнӑ. Чӑваш Ен шкул ачисене олимпиадӑсене хатӗрлекен Раҫҫейри чи лайӑх регионсен шутне кӗрет.
Иртнӗ 3 ҫулта кӑна ачасем 80 малти вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Республикӑра педагог сумӗ те ӳсет. Вӗрентекенсене грантсемпе премисем парса хавхалантараҫҫӗ. "Земство учителӗ" программа та анлӑланса пырать. Унпа килӗшӳллӗн 32 педагог ӗҫе вырнаҫнӑ. Кӑҫал тата 8 специалист килмелле. Ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех профессие суйлама пулӑшни пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вӑхӑтра 18 колледжпа техникумра 32 пин ытла студент вӗренет. Иртнӗ 5 ҫулта вӑтам професси пӗлӗвӗн тытӑмне аталантарма 7 миллиард тенкӗ усӑ курнӑ. Хальхи йышши 135 мастерскойпа лаборатори йӗркелеме май килнӗ. Республикӑри ачасене канма та тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Иртнӗ 5 ҫулта хула тулашӗнчи лагерьсен 8 ҫӗнӗ корпусне хӑпартнӑ. 2030-мӗш ҫул валли тата тепӗр вуннӑ хута ярӗҫ. Унсӑр пуҫне 8 лагерьти инфратытӑма ҫӗнетӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗренӳ аталанӑвӗн ҫул-йӗрне ырларӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров