Пултаруллӑ ҫын пулас тесен ачаранах тӗрлӗ енлӗ аталанмалла. Ҫак тӗллевпех республикӑра хушма пӗлӳ учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӑсем шкулта вӗреннине ҫирӗплетме, ачасен ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. "Уникум" ятлӑ вӗренӳ уҫлӑхӗнче те ҫак ӗҫе яваплӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Ираида Сорокина - педагогикӑра нумай ҫул. Вӑл кӗҫӗн тата вӑтам классене вӗрентет. Аслӑ хӗрӗпе - физикӑпа математика факультетне пӗтернӗ Анастасияпа хушма пӗлӳ лаптӑкӗ йӗркелеме шутланӑ. Кунта уйрӑм методикӑпа усӑ кураҫҫӗ. Кашни вӗренекене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Хушма пӗлӳ лапамӗсем ача-пӑча пултарулӑх керменӗсенче, ӳнер шкулӗсенче, вӑтам шкулсемпе ача сачӗсенче, физкультурӑпа спорт комплексӗсенче тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ шӑпах ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ҫырӑнас ӗҫ пырать. Ҫакна республикӑри хушма пӗлӳ навигаторӗ урлӑ тума пулать.
Ксения Потапова, Николай Семенов








