Вӗренӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансен уявӗ

Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва, ҫӗршывӑн пуласлӑхне пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. 2023-мӗш ҫул Раҫҫейре педагог ячӗпе иртрӗ. Чӑваш Республикинче ҫак ҫулталӑка кашни ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан вӗрентекенсене тав туса саламласа, пысӑк сум-хисепе тивӗҫнисене чысласа пӗтӗмлетрӗҫ. 

Халӑх учителӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, профессири пӗрремӗш утӑмсенченех ҫитӗнӳсем тума ӗлкӗрнӗ ҫамрӑксем, ӑсталӑх конкурсӗсенче мала тухнисем. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пӗлӳ учрежденийӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан вун-вун специалист пӗр залра пухӑнчӗ. Малтанах вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уявра чылай ҫул хӑйсен профессине юратса, ӗҫне ҫӗнӗ меслетсем кӗртсе пырса республикӑри вӗренӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, регион, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ конкурс лауреачӗсене, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене хатӗрлекенсене палӑртаҫҫӗ, сумлӑ ятсем парса хисеп тӑваҫҫӗ. Педагогпа наставник ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе ирттерекен уявра Чӑваш Енри пысӑк награда тивӗҫнӗ учительсен йышӗ тепӗр 8 ҫынпа пуянланчӗ. Ачасене пӗлӳ парассипе шкулта, тӗрлӗ техникум-коллеждра ӗҫлекенсене Республика Пуҫлӑхӗн Указӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, Тава тивӗҫлӗ учителӗ ятсемпе, Раҫҫей ҫут ӗҫ министерствин Хушӑвӗпе Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов