Вӗрентекенӗн пӗлӗвне ӳстерсех тӑмалла

Ҫак тӗллевпе Раҫҫей шайӗнчи професси ӑсталӑхӗн регионти тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Чи малтан хӑйсен пӗлӗвне информатика предметне вӗрентекенсем тӗрӗслерӗҫ. Тупӑшу Вӗренӳ институтӗнче иртрӗ.

Пухӑннисене Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев саламларӗ. Ҫакӑн йышши ӑмӑртусем учительсене пӗлӳ тата професси шайне ӳстерме май панине палӑртрӗ. Информатика предмечӗпе йӗркеленӗ республикӑри олимпиадӑна инҫет мелӗпе иртнӗ тапхӑрта мала тухнӑ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ 13 педагог пӗлӗвне тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслерӗ.

Вӗрентекенӗн ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесен, уроксенче тӗрлӗ методикӑпа усӑ курма, ӗҫ опытне ҫулсерен ӳстерсе пыма тивет. Кун йышши олимпиадӑсене хутшӑнни вара учительсене малашнехи ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрет. Ӑмӑртура кӑҫал пуҫласа хутшӑнакансем те, темиҫе хут хӑйсен пӗлӗвне кӑтартакансем те пулчӗҫ. 

Республикӑра мала тухнӑ вӗрентекенӗн Чӑваш Ен чысне ҫу уйӑхӗн 11-13-мӗшӗсенче Мускавра хӳтӗлеме тивӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара хӑйсен пӗлӳ шайне физика, хими тата биологи вӗрентекенӗсем тӗрӗслӗҫ. 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров