Дмитрий Анатольевич шкул ачисемпе тата студентсемпе тӑтӑшах ҫакӑн евӗр тӗлпулусем ирттерме тӑрӑшать. Калаҫу вара кашнинчех чи пӗлтерӗшлӗ те кӑсӑклӑ ыйтусем тавра йӗркеленет. Хальхинче сӑмах - ырӑ сунса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшаканпа вӗрентекен пирки пычӗ. Учитель ячӗ яланах хисепре пулнӑ. Халӗ те вӑл сумра. Дмитрий Захаров сӑмахӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн те пирӗн ветерансемпе танах вӗрентекенсене тав тумалла. Вӗсем тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ салтаксем аллисене хӗҫ-пӑшал тытсан чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗрентӳ ӗҫӗнче паян та воспитани ыйтӑвӗ малти вырӑнта тӑмаллине палӑртрӗ министр. Ачана паха пӗлӳ пани кӑна мар, пурнӑҫра тӗрӗспе пурӑнма тата халӑхшӑн усӑллӑ ҫын пулма вӗрентни паха. Ҫав вӑхӑтрах ӗмӗрхи хаклӑхсене ӑруран ӑрӑва парса пыни пӗлтерӗшлӗ.
Залра тӗрлӗ факультетра вӗренекен ҫӗре яхӑн студент. Калаҫу вӗҫленсен чи хастаррисем министра ыйтусем пама пултарчӗҫ. Ҫакӑн евӗр ӑшӑ тӗлпулусем малашне те пуласса шаннине пӗлтерчӗҫ.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров