Ӗҫсене "Ҫамрӑксем тата ачасем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Канашри 11-мӗш вӑтам шкула 1961-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Кунта 700 ытла ача пӗлӳ илет, 34 педагог вӑй хурать. Ачасем 2 сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Шкула юсасса вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те, ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра ачасем юнашарти 6-мӗшпе 9-мӗш шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Строительсем ӗҫе пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пикеннӗ.
Шкулта вӗренекенсен шучӗ икӗ хут ытларах пулнипе, столовӑй пӗчӗкки пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче кухньӑна анлӑлатма, апат ҫимелли тепӗр пӳлӗм тума палӑртнӑ.
Уҫырмари вӑтам шкулта 7 ялти 166 ача вӗренет. 32 ҫул каялла хута янӑ пӗлӳ ҫуртне те пӗрре те тӗплӗн юсаман. Тинех пурте тахҫантанпах кӗтнӗ самант ҫитнӗ. Шкула кӑна мар, сӗтел-пуканпа техникӑна, вӗренӳ фондне те ҫӗнетмелле, учительсен ӑсталӑхне ӳстермелле. Малашне кунта вӗренме тата аталанма пур майсем те пулӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ачасем юнашарти икӗ шкула пайласа янӑ. Вӗсене 4 шкул автобусӗпе турттараҫҫӗ.
Шкул фасадне, тӑррине, чӳречисене улӑштарӗҫ. Шалта та урай-маччаран пуҫласа пур коммуникацие ҫӗнетме палӑртнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗсен сӑн-сӑпачӗ мӗнле пулассине вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те суйланӑ. Ҫакӑн валли ятарлӑ конкурс йӗркеленӗ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров объектсемпе паллашнӑ май, подряд организацин, округ администрацин тата шкулсен тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлемеллине палӑртрӗ. 2026-27-мӗш ҫулсенче республикӑра тепӗр 50 шкула юсама палӑртнӑ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров