Вӗренӗвӗн тӗп аталану ҫул-йӗрне сӳтсе яврӗҫ

Республикӑри вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем йӑлана кӗнӗ йӗркепе пӗлӳ кунӗ умӗн конференцие пухӑнчӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртрӗ. 

Вӗренӳ тытӑмне респуликӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ: ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем хута яраҫҫӗ, ҫуртсене тӗплӗ юсаҫҫӗ, таврари лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа техника туянаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑри 6 шкулта анлӑ юсав пырать. Ҫакӑн валли 976 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул тепӗр 8 пӗлӳ ҫуртне тӗпрен ҫӗнетмелле. 

Уява пухӑннисем малтанах куравпа паллашма пултарчӗҫ. Шупашкарти 202-мӗш ача садне ҫӳрекенсем мӗн пӗчӗкрен пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли вӑрттӑнлӑхсене тӗпчеҫҫӗ. Ку енӗпе агролаборатори уҫӑлни пулӑшать. 

Конференцире йӑлана кӗнӗ йӗркепе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан педагогсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята 4 вӗрентекен тивӗҫрӗ. Сергей Долговӑн ӗҫ стажӗ 37 ҫул. Унӑн вӗренекенӗсем район, республика, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсене хастар хутшӑнса аван кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Людмила Маркова вара мӗн пӗчӗкрен учитель пулма ӗмӗтленнӗ. Халӗ вӑл 33 ҫул шӑпӑрлансене ҫырма, шутлама, вулама вӗрентет. 

Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗ, тӗллевсене палӑртрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра чылай проект пурнӑҫа кӗртмелле. 

Конференцие ҫӗршыври тата республикӑри экспертсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, вӗрентекенсемпе влаҫ органӗсен представитӗлӗсем хутшӑнчӗҫ. Хӑнасен йышӗнче - Раҫҫейри "Знание" пӗрлешӳн лекторӗсем, паллӑ артистсем Антонпа Виктория Макарскисем пулчӗҫ. Вӗсем ачасене ҫитӗнтернӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн витӗмӗ, ҫемьери йӑла-йӗрке мӗнле вырӑн йышӑннине уҫса пачӗҫ. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев