Вӗренекенсем кӑҫалтан ӑсталӑха хальхи йышши мастерскойсенче туптаҫҫӗ

"Ҫамрӑк профессионалсем" проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ен грант выляса илнӗ. Ҫав укҫапа 6 техникумпа колледжра 12 вӗренӳ пӳлӗмӗ йӗркеленӗ. Улшӑну Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче те пулса иртнӗ.

Техникумсемпе колледжсенчи ҫӗнӗ мастерскойсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑкӗсене уҫнӑ. Пӳлӗмсене юсама, вӗсене кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме федераци хыснинчен 60 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекенсем халь практика урокӗсене тӗпрен улшӑннӑ мастерскойсенче ирттереҫҫӗ. Ультрасасӑ аппарачӗ, микроскоп, апат-ҫимӗҫ пахалӑхне тӗрӗслемелли ультрафиолетлӑ лампӑсем пур кунта. Пулас ветеринарсем, сӑмахран, чӗрчунсене сиплеме пулӑшаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Екатерина Данилова, Святослав Петров