Кунта чӑвашла вӗрентес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗҫӗн классенче ӑс пухакансенчен 99 проценчӗ ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине ӑша хывать. Тӑван халӑх йӑли-йӗркине те манмаҫҫӗ. Ку енӗпе ӗҫлекен "Асамлӑ чаршав" кружока тӗрлӗ класра вӗренекенсем хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Асӑннӑ шкултах тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класӗн Гран-прине ҫӗнсе илнӗ Александр Степанов ӗҫлет. Александр Марсович ачасене вӑйӑ урлӑ чӗлхене вӗрентме ҫӑмӑлрах пулнине тахҫанах ӑнланнӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке шӑпах ҫапла май туса парать. Учебник 4 пайран тӑрать - пуҫламӑш классенче вӗренекен 4 класс валли. Авторӗсем виҫҫӗн: "Язык для успеха" чӗлхе шкулӗн директорӗ Александр Блинов тата тӗп хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенсем - Людмила Николаевапа Алина Егорова. Вӗсем ҫак яваплӑ ӗҫе унччен пичетленсе тухнӑ ытти кӗнекесене тӗпе хурса тунӑ, ҫав вӑхӑтрах нумай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров