Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнче пурӑнакансем кивӗ шкул вырӑнне ҫӗннине тӑвасса кӗтеҫҫӗ

Арапуҫ шкулӗ хӑйӗн пурнӑҫӗпе пурӑнать тейӗн: стенисем ҫурӑлаҫҫӗ, кирпӗчӗсем тухса ӳкеҫҫӗ. Шалти лару-тӑру та шиклентерет. Ытларах кунта столовӑй ишӗлес хӑрушлӑх пур. Ҫавна май 2019 ҫулта шкула хупнӑ. 

Арапуҫ ялӗнче ҫӗр ытла ача. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вырӑнти садикре йышӑннӑ, аслӑраххисем Вӑрмара ҫӳреҫҫӗ. Ялта шкул кирлех, ҫакна вӗренӳ министрӗ те палӑртрӗ. Анчах та строительсене ҫитес ҫул кӑна курма пулӗ кунта, терӗ Дмитрий Захаров. Вырӑнти влаҫсем шкул проектне хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫурт 165 ачана йышӑнма пултарӗ. 

 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров.