Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӗҫ паттӑрлӑхӗ пирки мультфильм ӳкереҫҫӗ 

Шупашкарти ача сачӗсем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ онлайн-фестивале хутшӑнаҫҫӗ. 

"Лапландия" садикри пултарулӑх ушкӑнӗ конкурс валли «История Машеньки» мультфильм хатӗрленӗ. Музыка вӗрентекен Анна Саушина каланӑ тӑрӑх, пӗчӗккисем хаваспах ҫак ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ, пуканесене те хӑйсемех ӑсталанӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ интерактивлӑ хӑйӑр сӗтелӗ ҫинче темиҫе сцена ӳкернӗ, унтан фотоаппаратпа тунӑ кадрсене пӗрлештернӗ.