Уйӑх инҫет вӗреннӗ хыҫҫӑн - маларах каникула

1-мӗш-8-мӗш класс ачисен паянтан ҫуллахи каникул пуҫланать. 9 класс пӗтерекенсен экзамен тытмалла пулмӗ. Пӗрлехи патшалӑх тӗрӗслевӗн йӗркинче те улшӑнусем пур.

Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин йышӑнӑвӗпе кӑҫал 9-мӗш класс ачисен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑх экзаменӗсене тытмалла пулмӗ. Ҫапах та пурте алла аттестат илӗҫ. Шкул пӗтерекенсене те 10-11-мӗш класра вӗреннӗ кӑтартусене кура паллӑсем кӑларса парӗҫ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне кӑҫал ытти ҫулти пек пурин те тытмалла пулмӗ. Аслӑ шкула вӗренме каяс текенсен кӑна тӗреслев витӗр тухмалла. Вӗсем вырӑс чӗлхипе, математикӑпа тата хӑйсем суйласа илнӗ дисциплинӑпа экзамен тытӗҫ.  Экзаменсем хӑҫан тата мӗнле йӗркепе пулассине каярах пӗлтерӗҫ. 1-мӗш - 8-мӗш классен паянтан каникул пуҫланать.

 

Алена Артемкина, Никита Углев