Ушкӑн пӗрлӗхне туйса ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма вӗренеҫҫӗ

Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта "Ҫӗнтерӳ салючӗ" ятпа кадетсен ҫарпа патриотла конкурсӗ иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ ӗҫ-пуҫа 11-мӗш хут Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен "Сыны Отечества" юлташлӑхӗ йӗркелерӗ.

Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул умӗнче республикӑри чи пултаруллӑ кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем пуҫтарӑнчӗҫ. Курав конкурсне хатӗрленнӗ май пурте салтакла тӳрленсе Мускавран килнӗ офицерсемпе вӗренӳ министрӗн сӑмахӗсене тимлерӗҫ. Унтан шкул умӗнчи плац тӑрӑх стройпа утса ҫар ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Стройра утса тухнисӗр пуҫне ҫамрӑксем ытти чылай конкурсра тупӑшрӗҫ. Малтанах кадетсем сывлӑх ҫирӗплӗхне кӑтартса тӗрлӗрен хӑнӑхтару туса турникрен туртӑнассинче, унтан Калашников автоматне салатса пуҫтарассинче вӑй виҫрӗҫ. 

Кадетсем, чӑн та, норматива туллин пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, калӑпӑр, турникрен 20 кӑна мар, 30 хут ытла та туртӑнма пултарнине ҫирӗплетрӗ.

9 муниципалитетран килсе ҫитнӗ 12 ушкӑн кадечӗсем ҫар йӗркин ҫирӗплӗхне пӑхӑнса пултарулӑх ӑсталӑхӗн конкурсӗнче те тупӑшрӗҫ, бал ташшинче ҫаврӑнчӗҫ.

Вӗрентекенсемпе офицерсен умӗнче яваплӑ пысӑк тивӗҫ - ҫитӗнекен ӑрӑва ырӑ тӗслӗхпе ӳстересси, вӗсенчен йӑла-йӗркене хисеплекен чӑн-чӑн патриот тӑвасси. Ҫак конкурса хатӗрленнӗ май ачасем шӑпах ушкӑн пӗрлӗхне туйса ҫирӗп кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑ уйрӑмах паха.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ӳсӗмне кура виҫӗ категорире палӑртрӗҫ, дипломсемпе тата кубоксемпе чысларӗҫ. Тӗп парне вара - офицерсен пӗрлешӗвӗн куҫса ҫӳрекен хӗҫҫи Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта пӗлӳ пухакан кадетсен аллине лекрӗ. 

Алексей Енейкин