Унӑн урокӗсене ачасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти учитель тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ .

Кашни урока хаваслӑн - чӑваш юррине юрласа пуҫласси ачасемшӗн хӑнӑхнӑ йӑла. Капла сӑмахсем те асра ҫӑмӑллӑн ҫырӑнса юлаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн витӗмӗ те курӑмлӑ. "Килте тӑван чӗлхепе калаҫни, ялти аслашшӗ-асламӑшпе чӑвашла хутшӑнни паха", - тет Оксана Ильина. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта вӑл 25-мӗш ҫул тӑрӑшать. Ӗҫе, ачасене юратсан кашни кун кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртнине калать. Тӗрлӗ йышши конкурс вара малалла аталанма пулӑшать. Хальхинче те, акӑ, утӑм хыҫҫӑн утӑм туса ҫӗршыв шайӗнче ҫӗнтерме пултарнӑ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов