Вырӑскас Пикшихри шкул халӗ аякранах илемлӗн курӑнса ларать, хӑй патне таҫтан илӗртет. Сӑмах май, дизайне ачасен тата вӗрентекенсен шухӑш-сӗнӗвне тӗпе хурса йышӑннӑ. Ку ҫурта 1987-мӗш ҫулта хута янӑ пулнӑ. Нумайах мар пулин те, вӑл кивелсе-юхӑнса пынӑ. Классенче сивӗ пулнӑ, чӳречесем, стенасемпе маччасем ишӗлме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та кунта ҫӗртме уйӑхӗнчен юсав пуҫланнӑ. Подрядчик - Тольяттири пӗрлешӳ ӗҫе питӗ тирпейлӗ те вӑхӑтра тунӑ. Шкул тӑррине, ӑшӑ, канализаци, электричество тытӑмӗсене те улӑштарнӑ. Кунта 32 камера вырнаҫтарнӑ, пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсем тыттарнӑран классенче те сӑнав хатӗрӗсем пур. Ӗҫсене пурӗ 107 миллион тенкӗлӗх тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах ҫӗнӗ сӗтел-пукан кӳрсе килмелле. Кун пек ҫӗнелнӗ шкулта ӗҫлеме те кӑмӑллӑ,- тет шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Татьяна Елисеева.
Кашни класра стена тӗсӗсене ачасемпе ашшӗ-амашӗ хӑйсем кӑмӑлласа суйласа илнӗ. Кӗрхи-хӗллехи вӑхӑтра юнашар ялти Уҫырма вӑтам шкулне ҫӳренӗ 152 вӗренекен. Вӗсем ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн тӑван шкула пырса кӗме питӗ хавас.
Ҫитес ҫул юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пулать. Ун чухне шкул таврашне тирпей-илем кӗртесшӗн. Кунти ҫулсене юсасшӑн, спорт лаптӑкне йӗркелесшӗн.
Канаш хулинчи 7-мӗш шкула та ҫитес ҫул тӗпрен юсама палӑртаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 81 миллион тенкӗ ытларах пӑхса хунӑ. Шкулӗ республикӑра та чи пысӑккисенчен пӗри. Кунта 1060 ача ӑс пухать. 1985-мӗш ҫулта хута янӑскер самай юхӑннӑ. Тӗпрен ӑна пӗртте юсаман. Республикӑри иппотека корпорацийӗ ӗҫе кӑрлач уйӑхӗнче пикенесшӗн, ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне вӗҫлесшӗн.
Ҫитес ҫул республикӑри тата 22 шкула тӗпрен юсасшӑн. Ҫав йышра 7 шкулӗ Канаш хулипе Канаш районӗнчисем. Ҫак тӗллевпе 1 миллиард та 700 миллион тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ.
Надежда Александрова, Святослав Петров