Никӗсленӗренпе 35 ҫул ҫитнӗ тӗле Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул тӗпрен капӑрланӗ. Кӗҫӗн класра ӑс пухакан пин ытларах ача ҫывӑх вӑхӑтра улшӑнусене хаклама пултарӗ. Хальлӗхе пӳлӗмсенче строительсем хуҫаланаҫҫӗ, уроксене вара вӑхӑтлӑх ҫывӑхри шкулсенче ирттереҫҫӗ. Пӗлӳ ҫуртне тӗпӗ-йӗрӗпе улӑштармалла: ҫурт тӑрри, чӳречесем, шалти пӑрӑхсемпе коммуникацисем, стенасемпе урай таранах ҫӗнетмелле. Ӗҫе тума 190 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ, ҫав шутра юнашарти бассейн ҫуртне те ҫӗнӗ сӑн кӗртмелле. Анчах малтан кунта проектпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене татса пама тивнӗ, ҫавна май юсава кая юлса пикеннӗ. Халӗ ӗҫ кал-кал пырать, объекта палӑртнинчен чылай маларах вӗҫлесшӗн. Подрядчик ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ачасем тӑван шкула таврӑнасса шантарать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ют чӗлхесене тарӑннӑн вӗрентекен 5-мӗш шкулта вара пӑшӑрханмалли сӑлтав чылай. Пӗлӳ ҫуртне 71-мӗш ҫулта хута янӑ, тахҫанах юсав пирки ӗмӗтленнӗ. Ӗҫ ватамран 2 уйӑх юлса пырать. Кунта 2018-мӗш ҫултах проект туса хатӗрленӗ, чӑн та ӑна улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе санитари йӗркисем ҫӗнелнипе пӗрлех, унта хӑш-пӗр ӗҫе те шута илмен, сӑмахран, урайсене улӑштармаллине тӗпе хуман. Ахаль те вӑраха кайнӑ юсав тата тӑсӑлма пултарть.
Ирина Николаева, Святослав Петров