Шкул формине те, атӑ-пушмакне те, ручка-тетрадьне те туянмалла. Канцеляри таварӗсем, кутамкка, костюм - тӗп тӑкаксем шутланаҫҫӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе илмелли тата та хутшӑнать. Ачана шкула яма укҫа-тенкӗ сахал мар кирлӗ. Иртнӗ ҫулхи хӑш-пӗр япала юрӑхлӑ пулсан - ашшӗ-амӑшӗ перекетлеме тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑтамран тӑкаксем 23 процент ӳсессе кӗтеҫҫӗ. Ҫакна нумай пулмасть ирттернӗ пӗтӗм Раҫҫейри ыйтӑм кӑтартса панӑ. Унта тӗрлӗ хулари 25 ҫултан аслӑрах 1300 ҫын хутшӑннӑ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе, 20 проценчӗ шкул валли тӑкаксем иртнӗ ҫулти пекех пулассине пӗлтернӗ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫын вара 25 - 50 процент ытларах тӑккаласси кӗтет. Ыйтӑма хутшӑннисен ытларахӑшӗ вара ачана шкула хатӗрлеме пӗр 15 процент хаклӑрах пулӗ, тенӗ. Танлаштарса пӑхма, пӗлтӗр Ростат кӑтартӑвӗпе, пӗрремӗш класа каякан арҫын ачана 22 пин те 300 тенкӗ, хӗр ачана 26 пин те 800 тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
Сӑмах май, ҫитес ҫул Раҫҫейре патшалӑх стандарчӗпе килӗшӳллӗ, пӗрлехи шкул форми пулмалла. Роскачество специалисчӗсем хатӗр формӑпа 2024-мӗш ҫулӑн 2-мӗш ҫур ҫулӗнче паллаштарӗҫ. Документ тӑрӑх, шкул тумӗн меллӗ, типтерлӗ, ҫанталӑкпа килӗшӳллӗ пулмалла. Ҫакна формӑна ҫӗлекен предприятисен тӗпе хумалла.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑш-пӗр япалана халех илме пуҫламаллипе килӗшеҫҫӗ. Ручка-кӑранташ, тетрадь таврашӗ - вӑл кивелмест те, пӑсӑлмасть те. Тум-тир туянасси вара иртерех, теҫҫӗ. Ачасем пӗр уйӑхра та ӳссе кайма пултараҫҫӗ.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова