50-мӗш шкулти хастарсен юхӑмӗ те маттурсемпе пуянланчӗ. Йӑла тӑрӑх, шкул ачисен юхӑмне кӗрекенсем пӗрремӗш кунсенченех хӑйсем ҫут ҫанталӑка, аслӑ ӑрурисене, хӑйсенчен кӗҫӗннисене яланах пулӑшма хатӗррине ырӑ ӗҫпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хальхинче, сӑмахран, коронавирус алхаснӑ вӑхӑтра ырми-канми ӗҫленӗ тухтӑрсене хисеп туса шкул картишӗнче ҫамрӑк хунавсем лартрӗҫ. 50-мӗш шкулта ҫак проект 2017-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Паянхи кун вӗренӳ учрежденийӗнче асӑннӑ юхӑмра 300 волонтер.
Алиса Александрова, Михаил Солин