Чи малтисен йышӗнче тӗп хулари 44-мӗш лицейра вӗренекенсем ҫитрӗҫ хӑйнеевӗрлӗ курава. Ку экспозицири 70 ытла картинӑна Грабарь ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӳнерпе ӑслӑлӑх реставраци центрӗнче ҫӗнетнӗ. Ун хыҫҫӑн ӳкерчӗксене Третьяков галерейинче кӑтартнӑ. Халӗ республика ҫыннисем те вӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Кунта паллӑ вырӑс ӳнерҫисемпе танах Алекей Кокельпе Никита Сверчковӑн картинисем те пур.
Алиса Александрова, Михаил Солин