"Пысӑк тӑхтав" конкурс Раҫҫейре иккӗмӗш хут иртнӗ. Вӑл тӗрлӗ хулари чи пултаруллӑ ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. Тупӑшӑва темиҫе тапхӑрпа йӗркеленӗ. Малтанхине Шупашкартан кӑна 860 ача хутшӑннӑ. 37-шӗ ҫурма финала тухнӑ, 10-шӗ вара финалист пулса тӑнӑ. Ҫӗршыври чи маттур вӗренекенсем иртнӗ уйӑхра "Артек" лагере ятарлӑ сменӑна пухӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ тытӑмри ҫивӗч ыйтусене мӗнле татса пама пултарни тӑрӑх палӑртнӑ е вӗсене кейс-хӑнӑхтарусем теҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем проектсем хӳтӗленӗ. "Чи пултарулли" ята Шупашкарти 56-мӗш шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Игорь Александров тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳшӗн ӑна пӗр миллион тенкӗ параҫҫӗ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех 44-мӗш лицейра вӗренекен Майя Дмитриева тата 2-мӗш гимназири Яна Семёнова кӗнӗ. Вӗсем 200-шер пин тенкӗ выляса илнӗ. Унсӑр пуҫне 44-мӗш лицейри Кристина Леонтьевапа Михаил Кириллов палӑрнӑ.
Диана Иванова, Димитрий Макаров