Ҫак куна пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Вӑл шутра ашшӗ-амӑшӗ те пӑлханнӑ.
40-мӗш шкул коллективӗ вӗренӳ ҫулне питӗ тимлӗ хатӗрленнӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ таса ту ҫутӑ. Вӗренӳ программине илес пулсан, чӑваш чӗлхипе литературӑна юратакансене валли кунта анлӑ майсем уҫӑлаҫҫӗ.
Кӑҫалах шкулта спорт лаптӑкне ҫӗнетнӗ. Кунта халӗ стадион тата тӗрлӗ вӑйӑ вылямалли вырӑн пур. Футбол уйне искусствӑлла курӑк сарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ тӗле обществӑлла организацисен лаптӑкне ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ.
Пӗтӗмпе кӑҫал Шупашкарти 11 шкулти спорт лаптӑкӗсене юсаса ҫӗнетмелле. Ку енӗпе ӗҫ малалла пырать. Уяв кунӗнче ачасем тантӑшӗсене, вӗрентекенсене курса савӑнчӗҫ. Пӗрремӗш урокра вара "Разговоры о важном" ярӑмри калаҫу пулчӗ.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова