Тӗп хулари 56-мӗш шкулта пӗлӳ илекенсем - Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк кулинарсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем

Пурӗ ӑмӑртӑва ҫӗршыври 60 регионтан пин ытла класс хутшӑннӑ. Тапхӑртан тапхӑра тӳресене ӑсталӑхӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе тӗлӗнтерсе пырса финала 33-шӗ ҫитнӗ. Чи маттур 6 ушкӑн шутне Шупашкар ачисем те кӗнӗ. 

Ҫак кунсенче асӑннӑ шкулти 4-мӗш "Г" класра вӗренекенсем ҫӗнтерӳҫӗ парнине кӗтсе илчӗҫ. Ку вӑл - Раҫҫейри кулинарсен ассоциацийӗн Шеф-поварӗн ӑсталӑх урокӗ. Онлайн-тӗлпулу апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче иртрӗ. Ижевск, Воронеж, Питӗр хулисенчи ҫӗнтерӳҫӗсемпе пӗрле хутшӑннӑ парнелӗх мастер-класра ачасем "Тигр ҫури" салат тата тӑпӑрчӑран десерт хатӗрлерӗҫ. Ҫак хушӑра вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма, ҫывхарса килекен асамлӑ уявпа саламлама пултарчӗҫ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров