Ачасене кирлӗ ҫӗре куллен йӗрке хуралне тухакан машинсемпе илсе ҫитерчӗҫ. 53-мӗш шкулта ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне 3 ҫул каялла йӗркеленӗ. Унта 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗчӗкренех хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ӑша ҫирӗп хываҫҫӗ. Ку ушкӑн республика шайӗнчи слетра мала тухнӑ. Ҫапла Чӑваш Ен чысне ҫӗршыври ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ.
Ӑмӑртура ачасем ҫул-йӗр правилисене, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама пӗлнине, велосипедпа ярӑннӑ чухне тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарма пултарнине кӑтартнӑ. Тупӑшӑва ҫӗршыври 88 регионтан 300 ытла вӗренекен хутшӑннӑ. Ушкӑнсем хушшинче Чӑваш Ен команди 14-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ҫӗршывра чи вӑйлисен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ номинацире те палӑрнӑ. Вӗренекенсене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата регионти патшалӑх автоинспекцийӗн ертӳҫи Владимир Романов Тав хучӗсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасем музейра пулса курчӗҫ.
Кӑҫалхи 10 уйӑхра республикӑра ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ 97 авари шута илнӗ. Шел пулин те, 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 109-шӗ суранланнӑ. Ҫавӑнпа та ҫул-йӗр инспекцийӗ пурне те асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерет.
Диана Иванова, Святослав Петров