Тӗп хулари 5-мӗш гимназире онлайн лагерь ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Шупашкарти шкулсенче графикпе килӗшӳллӗн лагерьсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Коронавируса пула кӑҫал пӗтӗм ӗҫ-пуҫ интернетра иртет.

Кашни вӗренӳ учрежденийӗ харпӑр хӑй программипе усӑ курать. Тӗп хулари 5-мӗш гимназире, тӗслӗхрен, "Ман кил - ман ҫӗршыв" лагерь ӗҫлет. Ӑна "Ҫӗнӗ шкул" патшалӑх проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Чи пахи - лагерьте кирек кам та "канма" пултарать. 

 

Вероника Павлова, Никита Углев