Тӗп хулари 47-мӗш шкулта "Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ сӑнсенче" рекреаци йӗркеленӗ 

Мухтавлӑ ентешсене сӑнран палламалла, вӗсем республика аталанӑвне мӗнле тӳпе хывнине асра тытмалла. Шупашкарти 47-мӗш шкулта аслӑ класра вӗренекенсем ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртес тенӗ. Вӗренӳ учрежденийӗнчи пӗр стена энциклопеди евӗрех халӗ. Унта сахал мар тӗлӗнмелле истори пуҫтарӑннӑ. 

Мухтавлӑ ентешсене сума суса шкулта ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртнӗ. Хальхинче те хӑнасене малтанах концерт залӗнче кӗтсе илчӗҫ ачасем. Пирӗн тӑрӑхран тухнӑ маттур чӑвашсем пирки мӗн пӗлнине каласа пачӗҫ. 

Вӗсем - халӑхӑн мухтавӗ те мӑнаҫӗ. Тӑван ҫӗр ӳстернӗ ывӑл-хӗр республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн, тӗнчешӗн тунӑ ӗҫсене каласа та пӗтереймӗн. Вун-вун сумлӑ ентеше палӑртнӑ хушӑра шкул ятне-чысне ҫӳле ҫӗкленӗ ҫынна та хисеп тунӑ. Надежда Павлова балеринӑпа Николай Лобачевский математик хушшинче 47-мӗш шкулӑн пӗрремӗш директорӗ - Геннадий Кочетков. Вӑл пӗлӳ ҫуртне тунӑ ҫӗре те хутшӑннӑ, кайран кунти вӗренӳ ӗҫне вун-вун ҫул ертсе пынӑ. Хӑйнеевӗрлӗ экспозицие уҫма килнисем вӗренекенсене тӑван шкулӗшӗн чылай тӑрӑшнӑ ертӳҫе хисепленӗшӗн ырларӗҫ. Стенасене чӑн-чӑн энциклопедие ҫавӑрасси пуҫаруллӑ ҫамрӑксен шухӑшӗ пулнӑ. 11-мӗшсем макет ӳкернӗ, аслисем пулӑшнипе ӑна йӗркене кӗртсе ҫитернӗ. Кашни портрет айӗнче истори. Ӑна интернет уҫлӑхӗнчен ҫырса илмен, кӗнекесенче шыраса тӗпченӗ. 

"Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ сӑнсенче" рекреаци "Манӑн ӗмӗтри шкул" проектӑн малалли утӑмӗ. Темиҫе ҫул каялла аслӑ классенче вӗренекенсем хӑйсем тӗллӗн фото ӳкерӗнмелли лаптӑк тата буккроссинг йӗркеленӗ. Ачасен пуҫарӑвне хула администрацийӗ асӑрхаса укҫан хавхалантарнӑ. Унпа мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тепӗр пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тума май килнӗ. 

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова