Тӗп хулари 31-мӗш шкултан вӗренсе тухнисен 80 проценчӗ пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ енӗпе малалла пӗлӳ пухас тенӗ

Ҫакна асӑннӑ шкулта медицина класӗ лайӑх ӗҫленипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ачасем тӑтӑшах тӗп хулари сиплев учрежденийӗсенче пулса кураҫҫӗ. Хальхинче аслӑ класра вӗренекенсем Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн ӗҫӗпе паллашрӗҫ.

Ку шкулта медицина класне тахҫанах уҫнӑ. Тухтӑрсен ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллаштарма кунта ятарлӑ уроксем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аслӑ классем сиплев учрежденийӗсенче пулса кураҫҫӗ, вӗсем валли ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче путакана пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗҫ. Тапма чарӑннӑ чӗрене мӗнле ӗҫлеттерсе ямалла тата еплерех ҫынна сывлаттармалла. Ҫакӑн пирки тухтӑрсем тӗплӗн каласа кӑтартрӗҫ, ачасене кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравларӗҫ. Чи хӑюллисем операци пӳлӗмне те кӗрсе курчӗҫ. Ыттисем вара хирургсем тӑрӑшнине  экрансем ҫинчен сӑнарӗҫ.  


Елена Дмитриева, Анна Филиппова, Вадим Владимиров