Тӗп хулари 12-мӗш шкула 1959-мӗш ҫулта хута янӑ. 60 ытла ҫул хушшинче пӗлӳ ҫуртӗнче пӗрре те калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал тинех ку вӗренӳ учрежденине ятарлӑ программӑна кӗртсе тӗпрен ҫӗнетме йышӑннӑ. Ҫакӑн валли республика тата федераци хыснисенчен 30 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ҫурт шалтан та, тул енчен те палӑрмалла улшӑнмалла. Строительсен ӗҫ пахалӑхӗпе графикне тӗрӗслесех тӑрӑпӑр, вӑраха кайна объектсем пулмалла мар, терӗ Вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Дмитрий Захаров.
Елена Дмитриева, Игорь Ульянов