Температура пулсан шкула кӗртмеҫҫӗ

Вӗренӳ министерствинче пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен йӗркине ӑнлантарчӗҫ.

Кӑҫал чир сарӑлнине пулах пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсем кӑшт каярах - утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Аслӑ шкула вӗренме кӗрес текенсем кӑна экзамен тытаҫҫӗ. Колледжсемпе техникумсене вара шкул аттестачӗпе йышӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Чӑваш Енре 5 пин те 774 ача экзамен тытать. Вӗсем валли республикӑра 37 пункт йӗркеленӗ. Халӗ вӗрентекенсем 11 класс пӗтерекенсене экзамена хатӗрленме онлайн пулӑшаҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров