Тӗллевӗ патне ҫитме учительсем пӗлӳ пани тата хӑйсенчен хӑйсем ҫирӗп ыйтни пулӑшнӑ

Шкул пӗтерекенсемшӗн яваплӑ тапхӑр - экзаменсем - вӗҫленчӗҫ. Кӑҫал пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсенче пысӑк балл пухнисен йышӗ самай нумайрах. 70 ҫамрӑкӑн кӑтартӑвӗ 100 балпа танлашнӑ. 3 вӗренекен икшер предметпа тӗрӗслев витӗр тухнӑ хыҫҫӑн ҫитӗнӳпе палӑрнӑ. 200 паллӑ пуҫтарнӑ пикесемпе, вӗсен педагогӗсемпе Дмитрий Захаров министр тӗл пулчӗ. 

Анна Антонова Патӑрьелти 1-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. Тӗп предметсемсӗр пуҫне обществознани тата истори предмечӗсемпе экзамен тытнӑ. Юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илес тӗллевлӗ хӗр тӗрӗслеве чылай хушӑ хатӗрленнӗ. Уроксемсӗр пуҫне онлайн-шкулта ӑс пухнӑ, "Университет шӑматкунӗсен" курсӗнче вӗреннӗ. 

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи кӑтартусем те ҫулран-ҫул савӑнтараҫҫӗ. Кӑҫал Чурачӑк тата Опытный шкулӗсенче вӗренекенсем 200 паллӑ пухса тӗлӗнтернӗ. Чурачӑкра вӗренекен Валерия Ржанова вырӑс чӗлхипе тата химипе тытнӑ экзаменӗсене 100-шер балпа хакланӑ. Хими вӗрентекенӗ аса илнӗ тӑрӑх, Лера 8-мӗш класрах ҫине тӑрса ҫак наукӑна тишкерме пуҫланӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑнхи тӗрӗслев ӗҫне "5"-лӗх ҫырнӑ. 11-мӗшӗнче тӑрӑшуллӑ вӗренекен экзамена ӑнӑҫлӑ тытассинче иккӗленмен. Вырӑс чӗлхи учителӗн шанӑҫне те тӳрре кӑларнӑ Лера. 

Анастасия Федорова экзаменсенче вырӑс чӗлхине тата общество предметне аван пӗлнине кӑтартса панӑ. Тӗллевӗ патне ҫитме ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни, учительсем панӑ пӗлӳ тата хӑйӗнчен хӑй ҫирӗп ыйтни пулӑшнине калать. Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май Дмитрий Захаров педагогсемпе маттур пикесене тав хучӗсемпе чысларӗ. Сӑмах май, 3-мӗш ҫул шкул пӗтерекенсене кӑтартусене лайӑхлатма кунсем уйӑрса параҫҫӗ. Паян тата ыран 11-мӗшсем пӗр экзамена ҫӗнӗрен тытма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ҫак меслетпе пин те 100 ытла ҫамрӑк усӑ курас тенӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров