Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ытларах пӗлме пулӑшать

Шупашкарта тискер ҫулсене халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри "1418" вӑйӑ иртрӗ. Викторинӑна Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсемпе "Наша Победа" йӗркелӳ комитечӗ "Единая Россия" парти пулӑшнипе хатӗрленӗ.

Викторинӑна Чӑваш Енри 200 ытла вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑнчӗ. Шупашкарти 27-мӗш шкулта 9-11-мӗш класра вӗренекенсенчен 4 ушкӑн йӗркеленӗ. Кашнин аллинче интернета тухма май паракан смартфон. Вӑйӑ "1418" ятпа иртет. Тӑшмана хирӗҫ совет халӑхӗ шӑпах пин те 418 кунпа ҫӗр ҫапӑҫнӑ. Вӑййа хутшӑнакансен пурӗ 20 ыйтӑва хуравламалла, вӗсенчен вуннӑшӗ регионпа ҫыхӑннӑ. Викторинӑна чӑн пулнисене, ветерансен аса илӗвӗсене, архив докуменчӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ.

 

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов.